Тăван чĕлхем – анне чĕлхи

Тăван чĕлхем – анне чĕлхи

Ака уйăхĕн 25-30-че Кукашнири вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне палăртса  тĕрлĕ  ăмăртусем  иртрĕç. 

Пĕтĕм чăваш диктантне çыракансем хушшинче Васильев Рустампа (11-мĕш класс) Кудряшова Юлия  (9-мĕш класс) чи маттуррисем  пулчĕç.

Тăван чĕлхе историне  Сергеева О., Иванов А. тĕпчерĕç. Вĕсен И. Я. Яковлев пултарулăхĕпе çыхăнтарса тунă «Тăван чĕлхе кун-çулĕ» ятлă ĕçĕсем ачасене кăсăклантарчĕç.

8-9 мĕшĕсенче вĕренекенсем тăван халăх культурипе те паллашрĕç. Ытларах ачасене чăваш, пăлхар,  македони хĕрĕсен тумĕсен историйĕ, вĕсен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхĕсем тĕлĕнтерчĕç.

«Тăван  чĕлхем – анне чĕлхи» викторинăра  Агатеева В. палăрчĕ.

«Нарспи» поэма сыпăкĕсем тăрăх хатĕрленĕ иллюстрацисем пурин кăмăлне кайрĕç.

Илемлĕ  вулакансем  хушшинче 5-мĕш класри Михайлова П. мухтава тивĕçлĕ пулчĕ.

Чăваш чĕлхи кунне ачасем Чăваш Республикин патшалăх символĕсен историне палăртса пĕтĕмлетрĕс.

 

11-мĕш класра вĕренекен Васильев.Р.