Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать

Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Вăтам классенче вĕренекенсем ăна халалласа КВН ирттерчĕç. "Ăсан" тата "Карăш" ушкăнсем тĕрлĕ ыйтусене хуравласа тата ĕçсене пурнăçласа чăваш чĕлхипе литературине, халăхăн историне пĕлнине кăтартрĕç. «Карăш» ушкăн ăмăртура мала тухрĕ. Ачасем кăмăллă юлчĕç.