Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăлараканĕ – Иван Яковлевич Яковлев – çуралнă кун паллă тума йышăннă. Çак уява эпир 1991-мĕш çултан паллă тăватпăр.
Шкулсенче чăваш чĕлхи эрнисем, уяв каçĕсем, конкурслă ĕçсем ирттеретпĕр. Кăçалхи çул та пирĕн шкул ачисем сăвă вулакансен, ӱкерчĕксен, презентацисен, хаçат страницисен ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнчĕç. Жюри членĕсем Короткова К., Граничникова О., Петрова С. – ăста сăвăçсем, Антонов Д., Такмакова К., Петрова С. – пултаруллă ӱнерçĕсем, Тюмерова Т., Михеева Н., Васильева М., Миронова Т., Сергеева Н., Горбунова К., Лазарева Т. – маттур «журналистсем», Антонова О.- нумай пĕлекен тесе йышăнчĕ.
Эпир вĕсене чунтан саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр.