Кукашнири юрă ăстисем
«Юрă – чунуççи»,- тет пирĕн халăх. Савăннă чух кăна мар, хурлăхпулсан та çын хуйхине юрăпа пусарать. Çавăнпа чăваш халăхĕ хушшинче ăста ĕçченсем нумай-тĕр. Вĕсенчен пĕри – Кукашни шкулĕнче фольклор ансамбльне ертсе пыракан Эльза Владимировна Сергеева. Унăн ушкăнĕтаврара кăна мар, кӱршĕ районсенче те паллă.
«Янкăс уçă саслă пикесем» тесе мухтаççĕ çак ушкăна çӱрекен шкул ачисене. Ансамбль ертӱçипе тĕл пулса калаçрăмăр.
- Эльза Владимировна, çак шкулта эсир миçе çул ĕçлетĕр?
Çак шкулта ĕçлеме пуçланăранпа 18 çул çитрĕ ĕнтĕ. Хам эпĕ Канаш районĕнчен. Шăпа пӱрнипе çак ялта пурăнма тӱр килчĕ те, ĕçлетĕпав.
- Сире ĕçре мĕн савăнтарать, мĕн хурлантарать?
-Пуринчен ытла манна ачасе мпирĕн асанне-асаттесен авалхи юррисене кăмăлласах юрлани хавхалантарать. Юрра вĕреннĕ май чăваш халăх пурнăçĕпе те, йăли-йĕркипе те паллашаççĕ вĕт-ха вĕсем! Апла ĕлĕкхине эпир асран ямастпăр .Хурлантараканни мĕн-ши? Çĕнĕ музыка инструменчĕсем пулсан питĕ лайăхчĕ.
- Эсир нумай çул ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ, мухтав грамотисем те чылаййи курăнать.
- Чăн та, пирĕн фольклор ушкăнĕ çулсерен вуншар-вуншар ăмăртăва хутшăнса мухтав грамотисем илнĕ. Уйрăмах Шупашкарта, Çĕрпӱре, Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ республика ăмăртăвĕсем асра юлаççĕ. Пирĕнсĕр пуçне вĕсенче тĕрлĕ район ушкăнĕсем хутшăнаççĕ, эпир вĕсен пултарулăхĕпе паллашатпăр, хамăр та япăхах пулманнине куратпăр.- Сиреçакпрофессие суйлама мĕн хĕтĕртнĕ-ши?
-Мĕн ачаранах юрлама, кĕвĕсем ĕнерлеме юрататтăмччĕ. Шкултан киле килнĕ чух çул тăршшĕпех сумкăна кăкăр çинелле çакаттăм та хут купăс каланă пек пӱрнесене вылятса пыраттăм.Ӳссен çакпрофессиех суйларăм вара.
-Вĕренекенĕрсем хушшинч есирĕн çулпа кайнисем пур-и?
- Манăн вĕренекенсенчен культура училищине те, институтне те пĕтернисем чылай. Вĕсем çак профессие суйласа илнишĕн чун савăнать, ман ĕçе тăсакансем ӱсни хама та хавхалантарать.
Кукашнишкулĕ, Васимльева Мария