Куç ытарми илем

Куç ытарми илем

Мĕн тери илĕртӱллĕ вырăнта йĕркеленнĕ пирĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ!

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ – вăрманлă вырăн. Мăнаçлă юманлăхсем, шукăль хурăнлăхсем, сиплĕ сывлăшлă хырлăхсем авалах хăй пуянлăхĕпе палăрса тăнă-ха.

Тулли мăйăрлă шĕшкĕлĕхсем халĕ те нумайăшне йыхăраççĕ.

Анлă Атăлхĕрринчи вырăнсене тата  нимле ытти ĕлккенлĕхпе танлаштарма çук-тĕр!.  Мария Александровна çак вырăнсене ахальтен куç хывман ĕнтĕ! Атăлăн çӱллĕ-çӱллĕ çыранĕ çинчен 5-6 çухрăмри тавралăха пăхса тахçанччен киленме пулать.

Килсе курăр пирĕн пата – эсир те çак илеме курса чунтанах савăнăр.