Иван Яковлева халалланă эрнелĕх малалла пырать. Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Петĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ.
Пирĕн Кукашни шкулĕнче вĕренекенсем те, вĕрентекенсем хавасланса та пăлханса хутшăнчĕç. Пăлханмалли пурах ĕнтĕ: никамăн та тăван чĕлхепе диктанта япăх çырас килмест-çке. Вĕсен ĕçĕ ăнăçлă пуласса шанатпăр эпир.
Хамăр пĕлĕве çапла майпа тĕрĕслеме татах та май пуласса кĕтетпĕр.
Кукашни шкулĕ