Пĕрремĕш çĕнтерӱ
Паянтан, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен, пĕтĕм Чăваш республикинче кăна мар, чăвашсем пурăнакан ытти регионсенче те чăваш чĕлхи кунне халалланă эрнелĕх пуçланчĕ.
Эпир те, Кукашни шкулĕнче вĕренекенсем, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв кунĕсене паллă тума тытăнтăмăр. Ăна ăста сăвăçсен ăмăртăвĕнчен пуçларăмăр. Пуринчен маттуррисем 5-мĕш классем пулчĕç. Вĕсем пурте пĕр шутлă пулнă пекех, çут çанталăк илемĕ çинчен уççăн чăваш çыравçисен сăввисене шăрантарчĕç. Хăйсене артистсем пек тытма тăрăшрĕç ачасем.
Катя Коротковăна çитекен пулмарĕ. Вăл тикĕс те янкăс уçă сасăпа
вулани жюрин, итлекенсен тата ытти вулакансен кăмăлне кайрĕ, пурте ăна хавассăн алă çупса саламларĕç. Иккĕмĕш вырăна Такмакова Катьăпа Граничникова Оля тивĕçрĕç.
Эрнелĕх пуçланчĕ кăна-ха. Ыттисене малалли ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр.
Шкулти «Самана» хаçат корреспонденчĕ Васильева Мария