Паян пирĕн шкулта чăн-чăн уяв. Ир-ирех ачасен сăнĕнче савăнăçлă пăшăрхану та ăнтăлу.
Уроксем пĕтсенех фойере хаваслă шав çĕкленчĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалланă концерт пуçланчĕ. Куракансем «Чăваш ачи», «Хитре-хитре», «Асамат кĕперĕ», «Пилеш кайăксем»,(Николаева Н., 8 кл.) «Юратнă Тăван çĕр-шыв» , «Аттепе анне пулсассăн»(Павлов С., 7кл.) юрăсемпе чăваш ташшисене (8класс хĕрĕсем, Лаврентьева В., 10 кл.) тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уяв пурин кăмăлне те çĕклентерчĕ, кашнин чунĕнче ăшă туйăмсем çуратрĕ.