«Савнă ялăм, тăван ял»

Чăваш чĕлхи кунне халалланă эрнелĕх Кукашнири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчех пуçланчĕ. 5-11 мĕш классенче вĕренекенсем «Савнă ялăм, тăван ял» конкурслă сочинени çырчĕç. 9-мĕш класри Тюмерова Татьяна ĕçĕ  чи лайăххисенчен пĕри пулчĕ. Унăн сочиненийĕ содержани енчен тулли, чĕлхи енчен сăнарлă та çыпăçуллă пулнипе палăрчĕ. Таня çуралнă тăван ялĕн илемлĕхне сăнланисĕр пуçне унта пурăнакан хисеплĕ çынсем çинчен те ăшă сăмах пуçарнă. Вăл хăйĕн ĕçĕнче тăван ялĕн историне пĕлнине те,  çуралнă ялне чĕререн юратнине те, ун пуласлăхĕшĕн пăшăрханнине те ĕненмелле кăтартнă.