Ака уйăх 26-мĕшĕнче Кукашнири вăтам шкулта чи пултаруллисемпе хастаррисен ăмăртăвĕ (КВН) иртрĕ. 5-7 классенче вĕренекенсем «Чĕкеç» тата «Çĕçпĕл» ушкăнсем йĕркелерĕç.
Амăрту ыйтăвĕсем ачасен кăмăлне тивĕçтерчĕç: ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне те, пуплев пайĕсене те, сăмах пулăвне те, вуланă хайлав авторĕпе ячĕсене те, хпмăр республикăри паллă çынсене те пĕлмелле пулчĕ вĕренекенсен. Çав хушăрах чăваш юррисене те шăрантарчĕç.
Куракансем те ахаль лармарĕç. Вĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Тĕлĕнмелле те, ăмăрту ушкăнсем пĕр пек баллсем пухнипе вĕçленчĕ. Маттур, Кукашнисем!