Чăваш чēлхи эрнине Кукашнири вăтам шкулта вēренекенсем ака уйăхēн 22-мēшē нчех пуҫларēҫ: «Челхеҫē» кружока ҫÿрекенсем эрнелēх йēркине йышăнчēҫ. Ǎна пăхăнса аслă классенче вēренекенсем «Чăваш енēн мухтавлă ывăл-хēрē» мультимедиллē презентацисем хатēрлеме «Эп чăваш пулнишēн мухтанатăп» конкурслă сочиненисем ҫырма тытăнчēҫте. Ака уйăхēн 25-мēшēнче — Чăваш чēлхи кунне палăртса 5-7 классенче вēренекенсем пēтēм шкул умēнче тăван чēлхемēр хăватне те илемне палăртса сăвăсем вуларēҫ. Итлекенсем вēсене хапăлласа йышăнчēҫ. Эрне малалла пырать. Тума палăртнă
ēҫсем чылай. Шкулти ачасем вēсене хаваспах хутшăнма хатēр.